Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, халӑхран 1 литр сӗте 22,6 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтра хак 22,4 тенкӗпе танлашнӑ. Апла сӗт хакӗ 20 пус ӳснӗ.
Пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче Раҫҫейӗпех халӑхран пухакан сӗт хакӗ чакнӑ. Ҫакна санкцисем пулнипе, суту-илӳре сӗт юр-варӗ нумайланнипе, халӑх сӗт-турӑх таврашне сахалрах туянма пуҫланипе сӑлтавланӑ. Кайран вара ҫулла ҫитнӗ - ӗнесем симӗс курӑк ҫине тухса сӗт ытларах антарма тытӑннӑ. Ҫакна пула та хак чакнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче сӗтшӗн ытларах тӳлеҫҫӗ - 1 литршӑн 26 тенкӗ таран. Чи пӗчӗк хаксем - Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар округӗсенче: унта пӗр литр сӗте 19 тенкӗрен пуҫласа 21 тенкӗ таран хакпа туянаҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче Элӗк округӗнчи Ман Вылӑра ҫынна масар ҫине ҫунапа сӗтӗрнине кӑтартакан сӑнӳкерчӗк анлӑ сарӑлнӑ. Ҫула мӗншӗн хырман? Прокуратура тӗрӗсленӗ.
Пӗр ҫемьере ватӑ арҫын чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл нумай ҫул трактористра ӗҫленӗ. Ҫав кун шӑпах юр нумай ҫунӑ. Тӑванӗсем ҫул хырма ыйтса вырӑнти администрацие шӑнкаравланӑ. Малтан лешсем шантарнӑ. Кайран пуҫлӑх телефона тытма пӑрахнӑ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, администраци ҫын пытарнине пӗлнӗ. Анчах ҫул хырас тесе ним те туман. Ведомство Элӗк округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑрӑшкассинче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан Мария Семёнова ӗҫсӗр ларма пултараймасть. «Чӑнах калатӑп. Пӗртте суймастӑп. Ирпе тӑрсан пит-куҫа ҫуса тирпейлесе хама йӗркене кӗртетӗп те ӗҫе пуҫӑнатӑп. Чи малтан эпӗ палассене пылесоспа тасатса тухатӑп», — каласа кӑтартнӑ кинемей Вера Иванова журналиста.
86 ҫулти пенсионер хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти заводсенчен пӗринче ОТК контролерӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫемье ҫавӑрман, ачи-пӑчи ҫук. Халӗ ӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пулӑшса тӑрать. «Вӑл мана валли лавккаран апат-ҫимӗс туянса килсе парать. Ыттине эпӗ хамах тӑватӑп», — чунне уҫса калаҫнӑ кинемей.
86-ри Мария Семёнова ҫыхма пӗлмен япала ҫук. Палас таранах ҫыхать вӑл. Чӑлха-нуски пирки калама та кирлӗ мар.
«Манӑн атте вӑрҫӑра вилнӗ. Тӑванӑн ывӑлӗ Афган вӑрҫинчен сусӑрланса таврӑннӑ. Турӑ мана салтаксене пулӑшма хушнӑ пуль», — тесе кинемей салтаксем тата пуҫне хунӑ салтаксен ачисем валли нуски тата алсиш ҫыхса тултарнӑ.
Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗ муниципалитетсен тӳри-шари халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницисене епле тытса пынине ишкернӗ.
Хула пуҫлӑхӗсенчен Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин малти вырӑнта, муниципаллӑ округсенчен — виҫӗ районӑн: Патӑрьелти Рудольф Селиванов, Ҫӗрпӳри Алексей Иванов тата Пӑрачкаври Евгений Лебедев.
Вӗсем ҫынсен ыйтӑвӗсене хастаррӑн хуравлаҫҫӗ, муниципалитета епле аталантарассипе ҫынсене вӑхӑтра паллаштарса тӑраҫҫӗ.
Чи хастар пилӗк пуҫлӑх шутне ҫавӑн пекех Элӗк округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев тата Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗн Николай Раськин лекнӗ.
Ҫак эрнере Элӗк муниципаллӑ округӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнче вӗренӳ отраслӗнчи тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Унта шкулсен директорӗсем, ача пахчисен заведующийӗсем, вӗренӳ пайӗн методисчӗсем пухӑннӑ.
Канашлу ирттернипе пӗрлех шкулти учительсен уҫӑ урокӗсенче пулнӑ.
«Эпир вара вӗсене тивӗҫлӗн кӗтсе илме тӑрӑшрӑмӑр, Ҫӗнӗ ҫул хавхаланӑвне те парнелес терӗмӗр. Ҫавӑнпах Хӗл Мучипе Юр пике хӑнасене парнесем парса савӑнтарчӗҫ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнче ӗҫлекен Алина Петрова халӑх тетелӗнче.
Элӗк муниципалитет округӗнчи Чулкаҫ ялӗнче пурӑнакан Андрей Аркадьев ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Андрей Аркадьевич пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ теме ҫук. Вӑл хаваслӑ, шӳтлеме юратать. Кӑҫал ҫулла вӗсем мӑшӑрӗпе Нонна Семеновнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
«Эпир 1948 ҫулта паллашнӑ. Ун чухне эпӗ, ҫамрӑк офицер, вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑнтӑм. Пӗр-пӗрне тӳрех килӗштертӗмӗр. Пӗр эрнеренех туй турӑмӑр, ӑна пӗтӗм ял илтмелле кӗрлеттертӗмӗр. Паян эпӗ унсӑр хамӑн пурнӑҫа курмастӑп. Ҫак юратӑва пула эпӗ 100 ҫула ҫитрӗм», - каласа кӑтартнӑ Андрей Аркадьев.
Сурӑм вӑрманӗнче такамсем 14 юман каснине асӑрханӑ. Кун пирки тӳрех Элӗкри полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Йӗрсене тишкерсен йӗрке хуралҫисем Элӗк муниципалитет округӗнчи икӗ яла пырса тухнӑ. Ҫавӑнтах вӗсем каснӑ юмансене тупнӑ.
Ҫак ӗҫе 29-ти тата 40 ҫулти икӗ арҫын туни палӑрнӑ. Вӗсем йывӑҫа вутӑ валли каснӑ-мӗн. Ҫапла вӗсем патшалӑха 40 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Элӗк муниципалллӑ округӗнчи Ҫулавӑҫри Виталий Самохвалов сусӑр пулин те пуҫ усмасть.
65 ҫулти арҫын икӗ урасӑр. Чире пула малтан унӑн пӗр урине татнӑ, тепӗр 7 ҫултан – теприне. Апла пулин те арҫын пуҫ усмасӑр малалла ӑнтӑлать. Паян вӑл вутӑ та ҫурать.
«Кил хуҫалӑхӗнчи пур ӗҫе те парӑнтарать. Вӑл пӗчченех вутӑ татса ҫурма пултарать. Ҫурт-йӗр те хӑпартать Виталий Аркадьевич. Хӑй вӑхӑтӗнче чирленӗ чухнех илемлӗ ҫурт тӑвассипе тимленӗ. Ӑна пӗчченех кирпӗчрен купаланӑ. Халӗ ку ҫуртра ҫемьепе пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи ачисене пулӑшма та вӑй-хал ҫитерет. Ольга хӗрӗ кил-ҫурт ҫавӑрнӑ ҫӗре хутшӑннӑ», – ҫырса кӑтартнӑ пуҫ усман арҫын ҫинчен «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Иванова.
Ӗнер каҫхине Элӗк муниципаллӑ округӗнче сӗтел-пукан туса кӑларакан цех ҫуннӑ. Вӑл Асакассинче вырнаҫнӑ. Юнашарах – тырӑ упрамалли вырӑн. Вӗсем пӗр тӑрӑ айӗнчех пулнӑ.
Пушар тухнине тӳрех асӑрхаман. Ҫулӑм тӑрринчен курӑнма пуҫласан тин пушарнӑйсене чӗннӗ. Специалистсем 550 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ. Пушар пурлӑха, сӗтел-пукан цехне, 200 тонна урпана тӗп тунӑ.
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫулсеренех ӗҫлеҫҫӗ. 2023 ҫулта 7651 гектар лаптӑка пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл планпа пӑхса хӑварнин 76 проценчӗ пулать. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ.
2023 ҫулх кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра усӑ курман ҫӗр 27,8 пин гектар пулнӑ. Планпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк вӗҫлениччен 10 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле.
Ҫак енӗпе Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсем лайӑх ӗҫленӗ.
Ума лартнӑ тӗллеве Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче пурнӑҫлайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |